Создание сайта учителя и воспитателя
Публикация авторских работ и материалов
Свидетельство о публикации на сайте

"Çеçпĕл çеçкисем" литературăпа музыка композицийĕ

литературно-музыкальная композиция

Автор: Соколова Татьяна Александровна, учитель чувашского языка, МБОУ "СОШ" №43", город Чебоксары, Чувашская Республика



В раздел основное общее образование




«Çеçпĕл çеçкисем» литературăпа музыка композицийĕ
Юрă. Çеçпĕл чечекĕсем çурăлаççĕ.
1-мĕш вулакан.
Çеçпĕл – юр кайсанах тухакан çурхи чечек. Çак илемлĕ те хăюллă чечек ятне Михаил Кузьмин ахальтен мар хăйĕн литературăри ячĕ тунă. Ĕлĕкхи асаплă пурнăç хĕлĕ иртсенех поэт пулса çĕкленнĕ вăл, çеçпĕл пулса çуралнă. Çурхи тăм тивесрен те хăраман… Пурнăç сивви Мишшана ача чухнех тивнĕ, анчах чун хавалне шăнтса хурайман.
2-мĕш вулакан.
Çеçпĕл Мишши 1899 çулта Чăваш Республикин Канаш районе кĕрекен Касаккасси (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă.
1-мĕш вулакан.
Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ Чăваш ачи, сассуна пар! Тухсам кунта. Сана кĕтеççĕ. Килсем! Килсем! Эс пур, çук мар.
Çеçпĕл.
Пĕлтер мана, тăван çĕршывăм: Хăçан кăтартăн халăхна Ху чĕлхÿне хăват кĕртмешкĕн Тĕнчене килнĕ ывăлна?
3-мĕш вулакан.
Тăван чăваш хăюллине, Вăл вăйлине курасчĕ ман. Чăваш!.. Çĕклен те çунатлан! Куçна тĕлле хĕвел çине.
4-мĕш вулакан.
Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут-кăварĕ, Çут тĕнче çуталчĕ, иртрĕ авалхи. Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ – Тин ирĕке тухрăн, тĕп чăваш чĕлхи!
5-мĕш вулакан.
Хастарлă, хыт утăмлă пулăр, Çĕршывăн хастар ачисем, Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр, Ан юлăр кун-çул уттинчен.
6-мĕш вулакан.
Тăван çĕршыв вăрманĕсем! Чечек çеçки тăхăннă улăхсем! Чăваш чĕлхи хăвачĕ кăмăлне Мухтав юрри шавласа янрăр: - Авал асап чăтнă вырăнне
Чăваш чĕлхи хăватлăлантăр!
1-мĕш вулакан.
Çеçпĕл Мишши чăваш халăхĕн пуласлăхĕшĕн питĕ пăшăрханнă. Вăл çутă пуласлăха ним иккĕленмесĕр ĕненме чĕнет. Тинĕс, тинĕс, - умăнта Çĕн чăвашăн çĕн поэчĕ; Авалхи кунсен, ĕречĕ Ун чуне тапта-тапта, Ун чунне, чĕри тĕпне Хурлăхлăх юрри хăварнă Тинĕс-тинĕс, эс хаяррăн Сăвăçăн юнне-чунне Вăйлă хумлă юрăпа, Кĕрешме чĕнен саспа Нишлĕхлĕхсенчен тасат. (Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем вулаççĕ). «Тинĕсе» ташă. Çеçпĕл Мишшин «Эп вилсен…» сăвви тăрăх (Н.Гордеевăн) çырнă юрри .
1-мĕш вулакан.
Чăваш сасси! Сана кам урăх: «Йăваш вăл…» - тейĕ-ши хăйса? Мускав, Париж, Гавана урлă Эс çитрĕн тĕпсĕр космоса!
2-мĕш вулакан.
Кăвар чĕрем – пин çын чĕри, Эп пин çын мар эп хам пин-пин, Эп пин чăваш, эп пин-пин çын! Чĕрем юрри - пин çын юрри. А.Никитин çырнă «Янташлăх юрри». А. Никитин. Янташлăх юрри. 1. Çăлтăр евĕр çутă çул тупса Несĕлсемĕр утнă малалла. Тĕнчене савса та ыр сунса Атăлпа хăпарнă тăвалла. Чăваш, чăваш! Ирхи тÿпеллĕ халăх. Чăваш, чăваш! Пуриншĕн хурăнташ. Чăваш, чăваш! Таса тĕллевлĕ халăх. Чăваш, янташ! Пуриншĕн хурăнташ.


В раздел основное общее образование