Автор: Матвеева Александра Аркадьевна
Должность: учитель чувашского языка
Учебное заведение: МБОУ "СОШ №6"
Населённый пункт: город Чебоксары
Наименование материала: конспект урока
Тема: "Мой родной город"
Раздел: среднее образование
1.Тема :Шупашкар – республикăн тĕп хули.
2.Урок теми :Пирĕн хула – Шупашкар.
3.Урок тĕсĕ : çĕнĕ пĕлÿ илмелли урок.
4. Тĕллевсем :
а) Сапăрлăх тĕллевĕ: Тăван çĕр-шыва, чăваш халăхне, тăван культурăна,
чăваш чĕлхине юратма вĕрентесси.
ă) Пĕлÿ тĕллевĕ :
б) Аталантару тĕллевĕ : ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, сăмах
йышне пуянлатасси, ачасен пĕлĕвне ÿстересси, хăйсен шухăшне пĕтĕмлетсе
калама вĕрентесси.
5. Урок мелесемпе меслетсем: фонетика зарядки, учительсамахе, шырав,
тишкеру, ыйту-хурав, предложенисем, каласу, монолог, кластер тавасси.
6.
Пупле
ве
аталантарас
хăнăхусем: сасăсене
тĕрĕс
илтесси,
пĕр-пĕрне
ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси, палăртуллă вулав, сăмах
йышне пуянлатасси.
7. Словарь есе.
8.
Урокра
кирле
хатерсем:
проектор,
экран,
компьютер,
темапа
хатерлене
слайдсем.
9. Курамлах хатересем: валесу хатересем
10. Урок эпиграфе: Шура-шура Шупашкарам,
Эс каймастан асамран.
Сана эпе камалларам,
Хисеплерем ачаран.
11. Урок юхаме.
Йеркелу тапхаре. Сывлах сунни.
- Ырă кун пултăр, ачасем!
- Ырă кун пултăр,Александра Аркадьевна.
- Ырă кун пултăр, хăнасем.(ачасем сава калассе)
Шаппан тарар, шаппан ларар
Урок пырать ку класра
Эп сыратап, эп вулатап
Каласатап чавашла!
- Ачасем сирĕн мĕнлерех паян кӑмӑлсем?
- Саша , Дима, Илья, Женя сирĕн кăмăлсем?
- Питĕ лайăх, паян пурин те лайăх кăмăл.
Пурте пĕрле: паян пирĕн лайăх кăмăл!
- Апла пулсан эсир паянхи куна та лайăх пуçланă пуль. Айтăр – ха хăнасене
хамăрăн кун йеркипе паллаштарар. Экран çинче кун йеркипе çыхăннă
укерчексене аса илсе каламалла пулать.
1 слайд.
1 ӱкерчӗк – Вӑранма мана хистет
Ирсерен куккук сехет.
Ун юрри пӗрре ку –ку.
Ҫиччӗ ҫитрӗ, тӑр, Якку.
2 ӱкерчӗк - Ҫиччӗре сиксе тӑратӑп.
Физзарядка эп тӑватӑп
Пит ҫӑватӑп, тумланатӑп,
Апат ҫиетӗп васкаса.
Шкула каятӑп савӑнса.
3 ӱкерчӗк - Кун йеркине пӗлмелле:
Кунне виҫҫӗ ҫимелле.
Пӗчеккисен ӱснӗ чух
Ытларах ҫисен те чух.
4 ӱкерчӗк - Пит аван урамра
Футболла выляма.
Сикетӗп, чупатӑп.
Вайлӑ пулатӑп.
5 ӱкерчӗк - Юлташпа эпир ялан
Пурӑнатпӑр пит аван.
Пурӑнатпӑр хулара.
Пӗр урамра, пӗр ҫуртра.
Вӗренетпӗр пӗр шкулта,
Пӗр шкулта та пӗр класра.
- Ҫапла вара, эпир сирӗнпе шкула та ҫитрӗмӗр.
- Класра паян кам дежурный?
- Паян класра кам ҫук?
Дежурнай самахе.
2. Урок тĕллевĕсене, темине палăртни. Ачасен вĕренес кăмăлне çĕклени.
Учитель самахĕ:
-Ачасем, сире халĕ пĕрюрă итлеме сĕнетĕп. Тимле итлетпĕр.
Вĕренекенсем «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм» (Г.Хирбю композитор,
Г.Ефимовсăвви) юрра итлеççĕ. Итлесе пĕтернĕ хыççăн учитель сăмах илет.
-Мĕн çинчен çакюрă? Кам калать?(ачасен хуравĕсем).
- Тĕрĕс, çак юрра эп ахальтен ямарăм. Паянхи урок пирĕн шăпах
Шупашкарăм çинчен пулĕ. Поэтсем тăван хуламăр –Шупашкар- çинчен
нумай сăвă çырнă. Композиторсем нумайк ĕвĕкĕвĕленĕ. Атьăр-ха доска çине
пăхар. Эсир унта мĕн куратăр?
Урок эпиграфĕпе паллашни
Шурă-шурă Шупашкарăм,
Эс каймастăн асăмран.
Сана эпĕ кăмăлларăм,
Хисеплерĕм ачаран.(В.Давыдов-Анатри)
Мĕн çинчен каланă-ши ку сăвăра? Кам вырăсла куçарса парĕ?(1-2 ача
куçарать)
çапла вара паян урокра эпир сирĕнпе
а)тăван çĕр-шыва, чăваш халăхне, тăван культурăна,чăваш чĕлхине юратма
вĕренĕпĕр;
ă) Шупашкарпа паллашăпăр.
б) сирĕн çыхăнуллă пуплевĕре аталантарăпăр, сăмах йышне пуянлатăпăр,
пĕлĕвĕре ÿстерĕпĕр, хăвăр шухăшăра пĕтĕмлетме тăрăшăпăр.
Халĕ вара сире текст валеçсе паратăп. Текста лайăх ăнланма малтан словарь
ĕçĕ туса ирттерĕпĕр.
3.Словарь ĕçĕ.
4.«Пирĕн хуламăр» текстпаĕслесси.Кашниачана текст валеçсепаратăп.
Ачасем текста вулаççĕ, вырăслакуçараççĕ.
6. Ыйтусемпе ĕçлени.Ачасемпĕр-пĕрне тексттăрăхыйтусемпараççĕ.
7. Кану саманчĕ.
8. Çĕнĕ темăна çирĕплетни.
Класс 3 ушкăна пайланать.
1)
Ачасем Шупашкар çинчен кластер тăваççĕ.
2)
«Пăтраштарнă сăмахсем».
Сăмахсене тĕрĕс вырнаçтарса предложенисем тумалла. (Слайд)
3)
«самрак кусаруса» (предложенисем кусармалла)
4)
Шупашкар синчен синквейн тумалла.
9. Килти ĕçе тумалли инструктаж. Ачасен пĕлĕвне хаклани,ĕçе мĕнле
тумаллине ăнлантарни.
1) Шупашкар çинчен кĕскен каласа пама хатĕрленмелле.
2)Синквейн тумалла.
3)Шупашкар çинчен сăвă çырса килмелле.
10. Рефлекси, урока пĕтĕмлетни.
- Ачасем, паянхи урокра эпир мĕн çинчен калаçрăмăр?
- Сана урокра мĕн килĕшрĕ?
- Мĕн вăл пирĕншĕн Шупашкар?(тăван хула,тăванçĕр-шыв)
- Тăван çĕр-шыв тесе эпир мĕне калатпăр? (Хамăр çуралнă вырăна, хамăр
пурăнакан хулана,Чăваш Республикине калатпăр. Тăван çĕр-шыв кашни
çыннăн пĕрре. Тăван çĕр-шыва пирĕн юратмалла. Вăл пуян, хитрее пултăр
тесе тăрăшмалла).
1. Сире паянхи урок килĕшрĕ-и?
- Эпĕ сире сарă çаврашкасем валеçсе панă. Эсир вĕсем çине халĕ смайликсем
ÿкеретĕр. Енчен те урок сире килĕшрĕ пулсан савăнăçлă смайлик ÿкерĕр. Урок
килĕшсех каймарĕ пулсан, ăнланман вырăнсем юлчĕç пулсан хурлăхлă смайлик
ÿкерĕр. Халĕ хăвăр ÿкерчĕксене çĕклесе кăтартăр тархасшăн.
XIV. Ачасен ĕçне хаклани.
- Паянхи урокра эсир тăрăшса ĕçлерĕр . Мана эсир урокра тăрăшса ĕçлени
савăнтарчĕ . Ытларах … маттур ĕçлерĕç. (Ачасен ĕçне хакласси)
XV.Урока шăнкăравпа вĕçлени. (20 -мĕш слайд )
-Сывă пулăр, ачасем!
- Сывă пул, Александра Аркадьевна
- Сывă пулăр, хăнасем!
- Урок вĕçленчĕ, тухма пултаратăр.